Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ «Чăваш пики – 2016» конкурс ирттерчĕ. Ăмăрту пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе Чăваш чĕлхи кунне халалласа иртрĕ. Конкурса хутшăнма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕрлĕ факультетра вĕренекен чăваш хĕрĕсем кăмăл турĕç. Пикесене сумлă жюри членĕсем пур енлĕн пахаларĕç. Вăл йышра Чăваш наци конгресĕн ĕçтешĕ Геронтий Никифоров, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ Василий Кервен, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Виталий Сергеев, историпе филологи факультечĕн декан çумĕ Надежда Степанова, чăваш чĕлхипе литератури кафедрин аспиранчĕ Светлана Николаева пулчĕç. Хакланă чухне пултарулăха, чăвашлăх туйăмĕ пуррипе çуккине тĕпе хучĕç, сцена культури, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, сăпайлăх, илемлĕх, тавра курăм – чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтартма пĕлнине шута илчĕç. 
Хĕрÿ тупăшура «Чăваш пики - 2016» ята технологипе экономика факультечĕн студентки Ксения Шибаева тивĕçрĕ, «Вице-Чăваш пики - 2016» физикăпа математика факультечĕн студентки Ирина Петрова пулчĕ. Жюри членĕсем чи ăслă (психологипе педагогика факультечĕн студентки Анна Кириллова), чи пултаруллă (ют чĕлхесен факультечĕн студентки Татьяна Ермакова), чи илĕртÿллĕ (историпе филологи факультечĕн студентки Анастасия Уткина), чи çепĕç (историпе филологи факультечĕн студентки Ирина Петрова), чи хÿхĕм (психологипе педагогика факультечĕн студентки Анна Краснова), чи сăпайлă (çут çанталăк вĕрентĕвĕн факультечĕн студентки Лиана Хадарова) пикесене те палăртрĕç. Акт залĕнче пухăннă çынсем вара тăвăллăн алă çупса куракансем кăмăлланă пикене суйларĕç: ку ята историпе филологи факультечĕн студентки Анастасия Уткина тивĕçрĕ.
Конкурса хутшăннă пур пикене те телей, юрату, çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунатпăр. Пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!